Июлĕн 12-мĕшĕ - Петĕрпе Павăл кунĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2021, 10:06 Просмотров: 421

Урăхла каласан, Питрав. Халăх сăнавĕ тăрăх, çак кунран шăрăх вăйланать, кун тăршшĕ чакса пырать. Питравран куккук - авăтма, шăпчăк юрлама пăрахать. Уяв кун шăрăх пулсан - çу тăршшĕпех ăшă çанталăка кĕт. Енчен те çумăр çусан тепĕр 40 кун йĕпе-сапаллă пулĕ, тыр-пул тухăçпа савăнтармĕ.

Ачи вилнĕ çыннăн Питравччен - çырла, Сăпасчен пан улми çиме юрамасть: леш тĕнчере ачисене улма-çырла памаççĕ имĕш. Çак кун мĕн авалтан пăрçа çинĕ. Тус-тăванпа пухăнса савăннă, уяв тĕлне ятарласа така пуснă, кукар яшки пĕçернĕ. Ку йăла-йĕркене тытса пыракансем халĕ те пур. Питравра виçĕ çăлкуçра çăвăнма ан манăр. Çапла тусан çулталăк чир-чĕрсĕр пурăнăр. Çавăн пекех Питрав кун халĕ çырла кукăлĕ пĕçерме тăрăшаççĕ. Халăхра тата "Питрав кун кăнтăрлаччен - çулла, кăнтăрла хыççăн - кĕркунне" текен каларăш та анлă сарăлнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика