Ентешĕмĕр сăвви - чи лайăххи

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2021, 09:29 Просмотров: 382

 ÇАК кунсенче Шупашкарти вулавăшсен пĕрлĕхĕ Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне çутатакан темăпа автор сăввисен конкурсне йĕркеленĕ. Унта пирĕн ентешĕмĕр, "Авангард" хаçатăн хастар обществăлла корреспонденчĕ, Красномайски ялĕнче пурăнакан П. Семенов та хутшăннă, вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшакан тыл хастарĕсен пархатарлă ĕçне сăнлакан сăввисене тăратнă. Комисси Петр Федоровичăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Сăвăçсем хушшинче вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă, çĕнтерỹçĕ дипломне тивĕçнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика