Сăтăрçăсенчен, чир-чĕртен

Категория: Публикации Опубликовано: 28.05.2021, 13:53 Просмотров: 173

Июнь уйăхĕнче хурт-кăпшанкă сарăлма тытăнать. Çав вăхăтра сад ăстисен уйрăмах тимлĕ пулмалла, улма-çырла йывăç-тĕмне сăтăрçăсенчен хỹтĕлемелле.

Йывăç-тĕме сăтăрçăсенчен, курăк пыйтинчен препаратсемпе сирпĕтмелле.

Çумăр çумасан шăварса кăпкалатмалла, туни тавра (груша, улмуççи, слива, чие...) улăм, йывăç кĕрпи, çĕрĕк тăпри хывмалла, курăк ỹссе кайнă пулсан çулмалла.

1л шывра 20 г типĕ кали гуматне ирĕлтермелле, 1кг нитрофоска 1 пичке шывра хутăштармалла. Шĕвекпе йывăçсене шăвармалла (1 йывăçа 30 литр каять).

Çулçă кăларман, хăрнă туратсене касмалла.

Вăйлă çитĕннĕ, анчах çимĕç паман туратсене çыхса сарăлса кайма памалла мар.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика