Историе пĕлеççĕ çамрăксем

Категория: Публикации Опубликовано: 21.05.2021, 16:22 Просмотров: 283

Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕ, Патшалăх Думи, çут ĕç министерстви тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăх академийĕпе патшалăх служби пулăшăвĕпе "Малашлăх стратегийĕ" вĕрентỹ проекчĕсен фончĕ Пĕтĕм Раççейри "Пирĕн истори" конкурс пилĕк номинаципе ирттерчĕ.

Чи лайăх ĕçсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнă. Çавăн пекех вĕсен майăн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра "Вилĕмсĕр полк" акци вăхăтĕнче хăнасен трибуни çинче пулма тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăх академийĕпе патшалăх службин хушма профессиллĕ вĕрентỹ программипе ăс пухма ирĕк пулчĕ.

Конкурса пирĕн районти Турханти вăтам шкулта вĕренекен Арина Романовăпа Арина Федотова та (наставникĕ Ольга Ефимова) хутшăннă. Вĕсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарнă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика