Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2021, 12:04 Просмотров: 258

 ..Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акасси вĕçленсе пырать. Ĕнерхи куна 12036 гектар (97,5 процент) никĕсе хывнă. .

"Красное Знамя", "Звезда", "Исток" хуçалăхсенче выльăхсене валли апат хатĕрлеме куккурус акма пуçăннă, 320 гектарта ĕçе вĕçленĕ. .

"Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕр улми лартса пĕтернĕ, "Батыревский", "Исток", "Весна", "Корма" хуçалăхсенче, Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăр" анинче техника ĕçлет. Майăн 17-мĕшĕ тĕлне 250 гектар (40 процент) лартнă. ..Сахăр кăшманĕн вăрлăхне 120 гектар (40 процент) акнă.

.Пысăк тухăç илес тесен акнă-лартнă культурăсене вăхăтра гербицидпа тата чир-чĕртен хими препарачĕсемпе сапмалла. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çум курăкпа тата ытти хỹтĕлев мелĕсемпе ĕçлеме пикеннĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика