Почта ешчĕкĕсем те кирлĕ çуртсенче

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:45 Просмотров: 382

ПАЯН почтальонсем халăх патне тĕрлĕ хаçат-журнал çитернисĕр пуçне газпа, электричествăпа усă курнăшăн, çỹп-çап тăкнăшăн тỹлемелли квитанцисене те кил тăрăх валеçеççĕ. Хăйсен тивĕçне вĕсем пĕр сăмахсăрах пурнăçлаççĕ, анчах вĕсене ăçта хурса хăвармалли çукки пăшăрхантарать. Уйрăм çуртпа пурăнакансем пурте тенĕ пекех почта ешчĕкне хапха е карта çумне çыпăçтарса хунă пулсан, Патăрьелĕнчи хăш-пĕр нумай хваттерлĕ çуртра ку япала пĕрре те çук. Май пур таран тирпейлĕн тыттарса хăвараççĕ-ха, пĕрех шанчăклă мар. Çухалсан камран шырамалла? Урам тăрăх хут выртса çỹрени те кăмăллах мар.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика