Район чысне хỹтĕлесе

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2021, 11:09 Просмотров: 309

 Çĕрпỹ хулинче республикăри предприятисемпе учрежденисен ĕçченĕсем хушшинче ГТО нормативне пурнăçлассипе ăмăрту иртнĕ. Унта район чысне ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи спорт шкулĕпе «Паттăр» ФСК ĕçченĕсем хỹтĕленĕ.

Юрий Портнов тренер-преподаватель харкам-хăйшĕн ГТО нормативне тултарассипе 464 очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна тухнă. Татьяна Торговцева тренер-преподаватель те 346 очко пухма пултарнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Фанис Ахметовпа Александр Кузьмин тренер-преподавательсен те кăтартăвĕсем лайăх. Пĕрлештернĕ команда вара пĕтĕмĕшле виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика