Субсиди кăçал та пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2021, 10:54 Просмотров: 253

Çу çывхарнă май халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ чакать. Паллах, ку çынсене пăшăрхантарать те. Чăваш Енри хушма хуçалăха тытса пыракансем выльăх йышне ан чакарччăр тесе пĕлтĕр сăвăнакан кашни ĕнешĕн субсиди панăччĕ. Пулăшăва кăçал та сыхласа хăварасшăн, кăшт ÿстересшĕн те. Кашни ĕне пуçне паракан субсидие 100 тенкĕ хăпартасшăн. Çапла вара пĕр ĕнешĕн 2400 тенкĕ, икĕ пуç усракансене кашнишĕн 3400 тенкĕшер, виçĕ е ытларах тытакансене 4400-шер тенкĕшер парасшăн. Çак субсидисем хушма хуçалăхсенче выльăх шутне сыхласа хăварасса тата ÿстерессе шанаççĕ.

А. ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика