ХАЛЬХИ вăхăтра районти шкулсенче «Раççейри шкулсенчи киноуроксем» («Киноуроки в школах России») проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе кивĕ хут – макулатура - пуçтараççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - пухăннă укçа-тенкĕпе ачасем валли ăса вĕрентекен илемлĕ фильмсем ỹкерсе халăх патне кăларасси. Çак пархатарлă ĕçе кашни вĕренекен хăйĕн тỹпине хывма тăрăшать. Ку тĕлĕшпе Турханти тата Çĕньялти шкулсенче вĕренекенсемпе волонтер-медиксем, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Анатолий Кольцов хастар тухтăр ертсе пынипе пĕр тонна ытла макулатурăна Канашри пункта леçсе те панă. Акцие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти шкул коллективĕсем те хутшăнаççĕ.
Август 2026 |
