Туслăх пытăр ĕмĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2021, 11:40 Просмотров: 226

Нумаях пулмасть Чăваш Ишекĕнчи клуб çумĕнче Владимир Семенов йĕркеленĕ «Шурăмпуç» ансамбле Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Шаймурзинăна йыхравларĕç. Концерт икĕ енлĕ пулчĕ. Чăваш Ишексем тата çак ялти юрă-ташă ăстисем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Залра ларакансем сцена ăстисене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Çĕпрел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Ярухин тата Шаймурзино ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ И. Мухитова «Шурăмпуç» ансамбль ертỹçине В. Семенова тав сăмахĕ каларĕç, Хисеп хучĕпе чысларĕç. Пĕр тăван Майковăсен çемье ансамбльне те пысăк хак пачĕç.

- Пилĕк пĕр тăван сцена çинче юрланине пĕрремĕш хут куратăп, - терĕ А. Ярухин. Малашне те пĕр-пĕрин патне çỹремелли çул такăр пуласса шаннине те пĕлтерчĕ. Чăваш Ишексем туслă тĕл пулуран тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

А. КРАСНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика