Волейбол та сывлăха çирĕплетет

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2021, 11:37 Просмотров: 213

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спорт залĕнче районти спартакиадăпа килĕшỹллĕн 7-9 классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче волейбол ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене 8 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (вĕрентекенĕ А.Владимиров), иккĕмĕшне Тутар Сăкăтĕнчи (Ф.Ахметов), виççĕмĕшне Турханти (В.Осипов) вăтам шкулсен спортсменĕсем йышăнчĕç.

«Хĕрсе вылякан» ята Тимур Осипов (Турхан), «Лайăх вылякан» - Данил Айзатуллов (Тутар Сăкăт), «Лайăх хỹтĕлевçĕ» - Ильфат Халитов, «Лайăх тапăнса вылякан» ята А. Альгизов (иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан) тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе «Паттăр» ФСК администрацийĕн грамотисене илчĕç.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика