Уçă турнир иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:18 Просмотров: 263

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче 5-7 класс ачисен хушшинче баскетболла выляссипе уçă турнир иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне А.С.Инжана халалланă.

Турнира Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ, Аслă Чементи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Феизов ячĕллĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам тата Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем хутшăнчĕç. Хĕрỹ тупăшура пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 7 класс ачисем (вĕрентекенĕ А.Владимиров), иккĕмĕшне Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекенсем (П. Макаров), виççĕмĕш вырăна вара Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 6 класра ăс пухакансем (И.Зейнетдинов) йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсене парнесем парса чысларĕç.

Н. ПУТЯКОВА, С. СОЛДАТОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика