«Вăрçă ачисем» коммуналлă çăмăллăхпа усă курĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.04.2021, 14:01 Просмотров: 243

 РАЙОНТИ халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 1400а яхăн çын вăрçă ачи пулнине ĕнентерекен удостоверение алла илнĕ. Социаллă çăмăллăх памалли саккунпа килĕшỹллĕн хальхи вăхăтра вĕсем пурте медицина учрежденийĕнче тухтăр патне черетсĕр кĕме пултараççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăрçă ачисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн 25 процентне тавăрса пама тытăнĕç. Ку çăмăллăхпа 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕчченхи тапхăрта çуралнă ентешсем кĕреççĕ. Наталия Петровна çирĕплетнĕ тăрăх, çак çĕнĕлĕхпе усă курас текенсен вара ытти социаллă çăмăллăхсем пулмалла мар.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика