Раççей спорт мастерĕсем хушăнсах пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.04.2021, 09:42 Просмотров: 326

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче Раççей спорт мастерĕсем хушăнсах пыраççĕ. Февраль уйăхĕнче çеç Раççей спорт министрĕн Олег Матицинăн приказĕпе килĕшỹллĕн Хирти Пикшикре пурăнакан Ильназ Чемерова ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе «Раççей спорт мастерĕ» ят панăччĕ.

 Çак кунсенче района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ (халĕ Мускав çывăхĕнче пурăнать) Руслан Решитович Тазетдинов та спортри çак пысăк звание тивĕçнĕ. Вăл çак хисепе хутăш çар кĕрешĕвĕн енĕпе (смешанное боевое единоборство) çĕнсе илнĕ. Руслан ачаранпах спортпа туслă, шкулта чухнех çивĕч ăмăртусене хутшăннă. Районта пурăнакансем çеç мар, унăн тулашĕнчи ентешсем те хăйсен спортри çитĕнĕвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхне пысăк чыс кỹни пурне те савăнтарать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика