Çăварни çитрĕ те иртрĕ, аслă типĕ пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2021, 14:42 Просмотров: 263

ИРТНĔ вырсарникун православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем пĕр эрнене тăсăлнă Çăварни уявне пĕтĕмлетрĕç. Çак ятпа ял тăрăхĕсенче культура ĕçченĕсем, уйрăм хастарсем мероприятисем йĕркелерĕç, шкулсемпе ача сачĕсенче те хаваслă йăла-йĕркепе çыхăннă сюжетсене ỹкерсе Интернет тетелне лартрĕç. Коронавирус чирĕ иртсе пĕтменнине шута илсе ялсенче ĕлĕкхи евĕр хăна-вĕрле пуçтарман пулин те, çынсем хăйсен кăмăл-туйăмне уçмалли майсене тупма тăрăшнă. Ку эрнерен вара Мăнкун умĕнхи аслă типĕ пуçланчĕ. Çак тапхăрта çынсем туйсемпе юбилейсене, ытти хаваслă мероприятисене те ирттерме тăрăшмаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика