Ачасен çитĕнĕвĕ - амăшĕн савăнăçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2021, 11:29 Просмотров: 348

ТУÇАРА пурăнакан Л. Углева педагогика ĕçĕн ветеранĕн тăватă ачи те аслă çул çине тăнă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче тĕпренчĕкĕсем юратнă амăшне уяв ячĕпе саламланипе пĕрлех хăйсен савăнăçне те тăван килти кĕрекере пĕрле пайланă. Çак кунсенче çеç республика клиникин травматологипе ортопеди уйрăмĕн заведующийĕ пулса тăрăшакан Олег Углев врача Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" хисеплĕ ят панă. Олег Иванович çамрăк специалист пулин те коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Унăн ĕçри тĕп тĕллевĕ - професси ăсталăхне малашне те ỹстерсех пырасси.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика