Раççей спорт мастерĕсен йышĕ ỹсет

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:14 Просмотров: 386

ÇАК кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи спорт мастерĕсен йышне тепĕр çамрăк хутшăнчĕ. Раççей спорт министрĕн Олег Матыцинăн февралĕн 25-мĕшĕнче кăларнă приказĕпе килĕшỹллĕн Хирти Пикшикре пурăнакан Ильназ Чемерова "Раççей спорт мастерĕ" спорт званийĕ панă. Кĕçĕн класра чухнех ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе помост çине тухнă каччăшăн çакă çуралнă кунĕ умĕнхи (25 тултарчĕ) парне, ашшĕпе амăшĕшĕн - Гелюсе Миннуловнăпа Ильдар Минсаматовичшăн, ăна В. Н. Кочков ячĕллĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче кĕрешỹ вăрттăнлăхне туптама пулăшакан Сергей Семенов тренершăн - пысăк савăнăç. Ильназ икĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Экономист тата юрист специальноçĕсене хăйĕн ĕçĕнче, фермер хуçалăхĕнче усă курать. Малашлăхне сывă пурнăçпа çыхăнтарнă çамрăк спортра çитĕнỹсем тунисĕр пуçне общество пурнăçĕнче те хастар. Вăл ялти общество канашĕн членĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика