Хĕрарăмсен кунĕ - Çăварни пуçламăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:37 Просмотров: 385

 ПРАВОСЛАВИ календарĕпе 2021 çулта мартăн 8-мĕшĕнчен Çăварни эрни пуçланать. Кăçал ăна ялсенче ĕлĕкхи евĕр хаваслă та асра юлмалла йĕркелеме, урхамахсемпе çунасене капăрлатса катаччи чупма юр çителĕклĕ. Астăватăр пулĕ, хăш-пĕр çулта вăл çуна шумалăх та юлмастчĕ...

Тепĕр икĕ эрнерен вара православи тĕн йăли-йĕр- кине тытса пыракансемшĕн Мăнкун умĕнхи аслă типĕ пуçланать. Турра ĕненекенсем, чиркĕве çỹрекенсем çичĕ эрне хăйсен çылăхĕсемшĕн ỹкĕнсе типĕ тытаççĕ, сыпаççĕ, кĕлĕсем вулаççĕ. Çак тапхăртах кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ, праçник каçхине кулич пĕçереççĕ, çăмарта хĕретеççĕ. Майăн 2-мĕшĕнче - Аслă Мăнкун.

 12 тĕп уяв шутне кĕрекен Çветтуй Троица праçникне кăçал июнĕн 20-мĕшĕнче паллă тăвăпăр. Вăл Иисус Христос чĕрĕлсе тăнă хыççăн 50-мĕш кунне пулать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика