Кашни вырăнта чикарккă мăкăрлантараймăн

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2021, 10:39 Просмотров: 230

МАЛАШНЕ чикарккă туртакансем кашни вырăнта тĕтĕм мăкăрлантарса киленеймĕç. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ку тĕлĕшпе федераци саккунне çĕнĕ йĕркесем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн медицина учрежденийĕсенче, кирек мĕнле магазинта, суту-илỹ базисенче, складсенче чĕлĕм туртма юрамасть. Чикарккăпа туслă çынсем ятарласа çырса хунă вырăнсенче çеç унпа "киленме" пултараççĕ. Çакна малашне районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем те сăнасах тăрĕç. Йĕркене пăхăнманнисене вара пуçран шăлманни паллă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика