Уявсене килтех кĕтер

Категория: Публикации Опубликовано: 29.12.2020, 15:59 Просмотров: 359

Çĕнĕ çул алăкран шаккать. Ун хыççăнах çутă Раштав уявĕ те çывхарать. Роспотребнадзор праçниксене йышлăн пухăнмасăр килтех ирттермеллине тепĕр хут аса илтерет. Йăлана кĕнĕ тăрăх январĕн 6-мĕшĕнче чиркỹсенче уяв служби иртет. Хальхинче килте кĕл тусан аванрах пулмаллине асăрхаттараççĕ. Аслăрах çулхисен уйрăмах халăх хушшинче пулмасан вырăнлăрах. Чиркỹсенче капланса тăмалла мар, маска тăхăнмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх кану кунĕсенче çынсем хăйсене çăмăлттайрах тытса хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасан чирлекенсен йышĕ тăруках ỹсме пултарать. Кашнийĕнех хăйĕн яваплăхне туймалла: хăйсен те сыхланмалла, çывăх çыннисене те чиртен хỹтĕлеме тăрăшмалла.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика