Контейнерсен хупăлчипе "бизнес" тума пикеннĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2020, 14:32 Просмотров: 287

 РАЙОНТА çỹп-çап "реформи" вăя кĕнĕ хыççăн кашни ялтах кил хуçалăхĕнче пуçтарăнакан хытă каяша контейнерсене пуçтарса пырасси йăлана кĕчĕ темелле. Çынсем ятарлă площадкăсене вырнаçтарнă пысăк ещĕксене çỹп-çапа хутаçпа е михĕпе илсе тухса пăрахаççĕ. Йĕрке хулари пекех. Чылай ялта контейнерсем пластмасран, хупписем те çавăн пекех. Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи çуртсем таврашне вырнаçтарнисем - тимĕртен. Çаксене куç хывнă та район центрĕнче пурăнакан "кукăр алăсем". Пĕр каçхине вĕсене тытнă та вăрласа кайнă. Халĕ ещĕксенче пуçтарăнакан ăпăр-тапăра йытă-кушак унталла та кунталла сапалать, ача-пăча лапамне те варалать. Çакă çеç тĕлĕнтерет. Яла илем кĕртес, халăх валли хăтлăх туса парас тесе пурнăçлакан ырлăха пăсакансем мĕнле çынсем-ши? Эрех-сăрашăн "бизнес" тăвакансем е чăнласах та ырă тăвакана сăтăр кỹрекенсем? Малашне районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен обществăлла йĕркене сыхланипе пĕрлех каçсерен контейнер ещĕкĕсене те хураллама тивĕ-ши?

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика