Пограничниксен кадет ушкăнне кубок парнеленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2020, 14:30 Просмотров: 312

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулти "Çамрăк пограничниксен" кадет ушкăнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ Раççейри Интернет-конкурсра çар хатĕрленĕвне кăтартассипе пĕрремĕш вырăн йышăннине "Авангард" хаçатра хыпарланăччĕ. Çак кунсенче Т. Ильинапа Ю. Васюткин вĕрентекенсем хатĕрленĕ çамрăк чикĕ хуралçисене районти пограничниксен пĕрлĕхĕн хастарĕн Василий Козловăн ывăлĕ, "Сыны Отечества" офицерсен юлташлăхĕн членĕ Алексей Козлов Хисеп грамотипе тата кубокпа чысланă, çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн педагогсен коллективне, Анатолий Быков ертсе пыракан районти пограничниксен пĕрлĕхне тав тунă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика