Почтальонка та, культура ĕçченĕ те

Категория: Публикации Опубликовано: 11.12.2020, 10:11 Просмотров: 572

 Ишлĕри çыхăну уйрăмĕнчи О. Никифорова почтальонка районта тухса тăракан "Авангард" хаçата Ульяновка ялне валеçме 20 экземпляр çырăнтарнă. 2021 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче "чун апачĕпе" туслă пулас текенсем тата та пур-ха. Вĕсене "Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунă кунлăхĕ" акци вăхăтĕнче çырăнтарасшăн. Ольга Алексеевна вулакансемпе тачă çыхăну тытать. Хаçата ытларикунпа эрнекунах вĕсем патне çитерме тăрăшать.

Ĕçе йĕркеллĕ туса пыма почтальонкăна тепĕр тивĕçĕ те май парать. Культура ĕçченĕ пулнăран клубра ирттерекен мероприятисенче çырăнтару пирки сăмах пуçарать. Аслă çулхисен, Аннесен, ытти уявсене шăпах хаçата çырăнса илме тата вулама пултаракансем çỹреççĕ-çке.

 А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика