Ачасем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2020, 13:55 Просмотров: 617

Хирти Пикшикри вăтам шкулăн саккăрмĕш класĕнче вĕренекенĕсемпе çитĕнекен ăру сиенлĕ йăласемпе (токсикомани, наркомани, алкоголизм, пирус туртни, вăйă серепине çакланни, киревсĕр калаçăва çыхланни) явăçасран асăрханса класс сехечĕ ирттерчĕç. Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, тепĕр чухне ачасен юлташĕсем хыççăн кайса наркăмăшлă япаласене хăйсем тутанса пăхас шухăш та тăма пултарать. Çавăнпа та каччăсемпе хĕрсене вĕсем организмшăн сиенлĕ иккенне ĕнентересси пулчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пынине нимĕн те çитмест.

 Мероприятие хатĕрленсе И. Пестрова класс ертỹçи ачасене анонимлă анкета ыйтăвĕсене хуравлама сĕнчĕ. Вĕсене тишкернĕ май сиенлĕ йăласене уççăнах сивлемеллине палăртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси кашни çамрăкран хăйĕнчен килет. Алкоголизм, наркомани, токсикомани чури пулмалла марах.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика