Ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннăшăн - медаль

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2020, 09:44 Просмотров: 856

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ыр кăмăллăха аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвĕнче республикăра волонтерсен «Эпир пĕрле» клубĕ ĕçлеме пикенни çинчен пĕлтернĕ. Çак йышра – пандеми вăхăтĕнче йывăр лару-тăрăва лекнисене  хастар пулăшнă çынсем. Аса илтеретпĕр, халĕ волонтерсене Чăваш Енри аслă шкулсенче те хатĕрлеççĕ.

Ларура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев сăваплă ĕçре пуçарулăх кăтартнисене  «Пĕтĕм Раççейри  #ЭпирПĕрле ыр кăмăллăх акцие хастар хутшăннăн» медальпе чысланă. Палăртма кăмăллă:  наградăна тивĕçнисем хушшинче Патăрьелĕнчи тĕп больницăн Турханти амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий Кольцов та пулнă.

Анатолий Валентинович яллă вырăнсенче чи малтан медицина волонтер ушкăнĕсене йĕркелесе яракансенчен пĕри шутланса тăрать. Çавăн пекех тухтăр сывă пурнăç йĕркине тытса пырса çак йышпа вун-вун акципе спорт мероприятийĕсене, фестивальсене хутшăнма тата çынсен пурнăçĕпе тăван тавралăха хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе тĕрлĕ проекта ĕçе кĕртме те вăхăт тупать.

А. Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика