Чăваш Ен  аталанăвĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:46 Просмотров: 833

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

Çавăн пекех Михаил Мишустин Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Олег Николаева тĕл пулу ирттернĕ. Вăл республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ кĕске вăхăтра регион аталанăвĕн комплекслă аталанăвĕн программине хатĕрлеме ĕлкĕрнине пысăка хурса хакланă, халăх шанăçĕ - иртнĕ суйлавра сасăсен 75 ытла процентне пухни - Олег Николаева умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшасса шаннине палăртнă.

Премьер Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине мĕнле пурнăçланипе кăсăкланнă. Олег Николаев регион Раççей Правительстви енчен кÿрекен пысăк пулăшăва туйнине палăртнă май çакăншăн тав тунă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă укçан пĕр пайне илнине пĕлтернĕ, унпа мĕнле усă курассипе паллаштарнă. Укçа чи малтанах предпринимательлĕхе пулăшма кайĕ, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Малашнехи тĕллевсен шутĕнче вара _ çĕнĕ технопарксем тăвасси, вĕсем экономикăна вăй пама тивĕç. Тата - инфратытăм проекчĕсене пурнăçласси.

А. Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика