ЫЛТĂН кĕркуннен пуянлăхĕпе кашнийĕ туллин усă курма тăрăшать. Хĕле валли тĕрлĕ салат, варени-компот хатĕрленисĕр пуçне кăмпа татма каякан та нумай. Вăрман вара асăрханулăрах пулма ыйтать. Çухалса кайнисĕр пуçне тĕрлĕ тискер чĕр чунăн апачĕ те пулас хăрушлăх пур, çавăнпа та пĕлмен вырăнсенче тимлĕрех пулмалла. Çак кунсенче, акă, Ишлĕри вăрманта çỹлевĕçе асăрханă. 1,5-2 уйăх каялла ăна Сителте курнă. "Хĕрлĕ кĕнекене" кĕртнĕскер Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çỹрени пирки республикăри Çут çанталăк министерствине пĕлтернĕ.
Август 2026 |
