"Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ - пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 29.09.2020, 10:10 Просмотров: 313

 ПАТĂРЬЕЛ тăрăхĕ хăйĕн сăпкинче пултаруллă та маттур, ĕçлĕхлĕ, тăрăшуллă çынсене çитĕнтерет. Пирĕн ентешсем хушшинче тĕнчипе палăрнă поэт-писатель те, министр та, ертỹçĕ те сахал мар. Нумай пулмасть тата тепĕр ырă хыпар пĕлтĕмĕр. Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ, журналистикăра тахçантанпах вăй хуракан Михаил Арланова "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ пулма шаннă. Сăмах май, Михаил Михайлович шкул саккинченех районта тухса тăракан "Авангардпа" туслă пулнă. Вăл чылай çул "Хыпарта" тĕп редактор заместителĕнче, каярах директор-тĕп редакторта, унтан "Советская Чувашия" хаçатра ĕçленĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика