Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 18.09.2020, 09:04 Просмотров: 625

Олег Николаев должноçа официаллă майпа хăçан йышăнасси паллă

Тĕп суйлав комиссийĕ ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене, сасăлавра Олег Николаев çĕнтернине çирĕплетнĕ. Çапла вара должноçа официаллă майпа йышăнмалли кăна юлать. Вăрах кĕтмелле пулмĕ _ çав куна сентябрĕн 22-мĕшне палăртнă. Вăл Оперăпа балет театрĕнче иртĕ. Çакăн çинчен суйлав кăтартăвĕсене халалланă брифингра ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пĕлтернĕ.

Пысăк хак панă

Чăваш Ен укçа-тенкĕпе тупăшлă та перекетлĕ усă курнине Раççей Правительстви пысăк хак панă. Аса илтеретпĕр, Раççей Финанс министерстви çакнашкал рейтинга çулленех йĕркелет. Пирĕн республика кăçалхипе тăваттăмĕш хут ĕнтĕ çак енĕпе малтисен ретне кĕнĕ.

Ĕçсĕррисене кÿрекен пулăшăва вăйлатнă

Пандеми вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ЧР Ĕçлев министерстви тĕрĕслесех тăрать. Хальхи вăхăтра кунта 29064 çын биржăра тăрать, вĕсенчен 4,79% вăй питтисем. Çулталăк пуçланнăранпа 16444 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 263 сусăра. Çапах та «ĕç çук» теме иртерех: пĕр çын пуçне _ 1,6 единица ваканси. Мартăн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçсĕр юлнисене патшалăх пулăшăвĕ парассине те вăйлатнă. Апрель-сентябрь уйăхĕсенче чи пĕчĕк ĕç укçи /12130 тенкĕ/ чухлĕ тÿлеççĕ. Çав пособипе пĕрлех 18 çул тултарман кашни ачашăн июнь-сентябрь уйăхĕсенче 3000 пин тенкĕ тÿлев илнĕ çемьесен шучĕ те ÿснĕ.

Вакцинăн пĕрремĕш партине кӳрсе килнĕ

Республикăна коронавирусран хӳтĕлекен вакцинăн пĕрремĕш партине кӳрсе килнĕ. Ăна чăн малтан çак вирусран чирлисене сыватакан тухтăрсене тата ытти медицина ĕçченĕсене тăваççĕ. Палăртса хăвармалла, коронавирусран хӳтĕлекен вакцинăна Раççейре августăн 11-мĕшĕнче регистрациленĕ. Ăна тĕрĕслес тапхăр халĕ те пырать. Ҫапах та 30 региона çав вакцинăна ярса панă, вăл шутра Чăваш Ене те.

Чăваш юманĕшĕн сасăлар

«2020 çулхи Раççейри йывăç» пĕтĕм çĕршыври конкурса чăваш юманĕ хутшăнать. Хăватлă та мăнаçлă çак йывăçшăн rosdrevo.ru сайтра сасăлама пулать. Конкурса хутшăнакан лаштра юман Муркаш районĕнчи Ильинкăри вăрман хуçалăхĕнче ÿсет. Унăн тăршшĕ – 24 метр, вуллин сарлакăшĕ – 182 сантиметр. Вăл 369 ҫулта.Чăваш юманĕн конкурсри номерĕ – тăваттă.

«Театрлă Атăлçи»  фестиваль уçăлнă

Чăваш Енре «Театрлă Атăлçи» фестиваль старт илнĕ. Фестиваль - Атăлçи округĕнчи çĕнĕ проект. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене театр ĕçне явăçтарасси, театр искусствине аталантарасси. Фестиваль кăçалхипе иккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр Чăваш Енри студент тата шкул театрĕсем темиçе номинацире çĕнтернĕччĕ, постановкăсем лартма грантсем çĕнсе илнĕччĕ. Хальхинче те ăнăçу пирĕн енче пуласса шаннă ЧР культура министрĕ Роза Лизакова. "Кăçал та чи лайăх произведенисене кăтартăпăр", _палăртнă вăл.Экспертсен йышĕнче _ республикăри тĕрлĕ театр ертӳçисем, артисчĕсем. Вĕсем çамрăк талантсене хак парĕç, çĕнтерӳçĕсене палăртĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика