Васкавлă операци тутарма Шупашкара - вертолетпа

Категория: Публикации Опубликовано: 15.09.2020, 10:11 Просмотров: 774
РЕСПУБЛИКĂРИ сыв-лăх сыхлавĕ валли вертолет туянни пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Асăннă транспорт кашни кунах, талăкĕпех ĕçлет, васкавлă пулăшу памалли чирлĕ çынсене Шупашкарти больницăсене вăхăтра илсе çитерме май парать. Салонта медицинăн икĕ ĕçченĕ тата пациент валли вырăн пур. 2020-2022 çулсенче санитари авиацийĕ Шупашкар, Канаш хулисене, Улатăр, Çĕмĕрле, Патăрьел тата Етĕрне районĕсене анса ларĕ. Кăçал вăл сывлăша 47 хут хăпармалла. Сывлăш транспортне "Русские вертолетные системы" пĕрлешỹ ĕçлеттерет. Вертолет вĕçме пуçланă та ĕнтĕ. Тỹпене вăл сентябрĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăна килме хăпарнă. Пĕр арçынна васкавлă операци тума шăпах сывлăш техникипе тĕп хулари больницăна 35 минутра илсе çитернĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика