Аварире тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2020, 10:03 Просмотров: 985

Иртнĕ шăматкун 7 сехет те 15 минутра Ыхра Çырми çывăхĕнчи аслă çул çинче хăрушă авари пулнă: "Хендай-Солярис" çăмăл автомашина фурăпа çапăннă. Шел, инкек синкерлĕ вĕçленнĕ. Çăмăл автомашина водителĕ тата машинăри икĕ пассажир вырăнтах вилнĕ. Тепĕр пассажирăн чĕри больницăра тапма чарăннă. Аварире хăйсен кун-çулне татнă çамрăксем 22 - 24 çулсенче пулнă. айонти ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Хендай-Солярис" çăмăл автомашина хуçи умри транспортран иртес тесе хирĕç килекен çул çине тухнă, унта вăл фурăпа çапăннă.

Хисеплĕ водительсем!

Çул çинче пысăк хăвăртлăхпа пыни, йĕркене пăхăнманни чылай чухне ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухать. Çавăнпа та инкекрен чăн малтанах кашнийĕн сыхă пулмалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика