Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин халăх артистки, Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕн лауреачĕ (искусствăпа литература облаçĕнче) Валентина Петровна СИТОВА актриса 1960 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче çуралнă.
В. Ситова М.С. Щепкин ячĕллĕ Мускаври аслă театр училищинче (институт), Чăваш актер студийĕнче вĕреннĕ. 1983 çултанпа вăл К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче тăрăшать.
Ентешĕмĕр 40 ытла сăнар калăпланă. Вĕсенчен: Акулина (Л.Н. Толстойăн "Çын куççулĕ çĕре ỹкмест"), Настасья Филипповна (Ф.М. Достоевскин "Юрату мар ку - чир"), Пинерпи (П.Н. Осиповăн "Айтар"), Надя (Н.В. Угаринăн "Тĕпсĕр сăпкари ача сасси"), Пăрчăкан (Ф.П. Павловăн "Ялта"), Амăшĕ (Я. Райнисăн "Вĕр, вăштăр çил!"), Лиза (А.А. Тарасовăн "Инçет телей çути"), Марфа (Н.Т. Терентьевăн "Ыйăх çухатнисем"), Спиридоновна (А.Н. Островскин "Хăв килнĕ пек ан пурăн") тата ыттисем те.
("Çулталăк кĕнекинчен").
Август 2026 |
