Ỹнер ăсталăхĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2020, 11:11 Просмотров: 463

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май Раççей шайĕнче «Чăваш Ен сăнĕсем-2020» фестиваль иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016 çултанпа йĕркелеççĕ. Кăçалхине 9422 çын явăçрĕ. Вăл 7 номинаципе иртрĕ. Фестивале культурăра, наукăра тата вĕрентỹ сферисенче палăрса ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсен пултарулăхĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ.

 А. А. Кокель ячĕллĕ ỹнер ăсталăхĕн конкурсне чи нумай - 4121 ĕç тăратнă. Унта Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн ỹнер уйрăмĕнче вĕренекен З. Махмутова та хутшăннăччĕ. Зарина III степеньлĕ дипломант пулчĕ. Хĕре çитĕнỹсем тума Р. Чуварова ертỹçĕ хăнăхтарать.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика