Профсоюз пĕр ĕмĕр тултарать

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2020, 11:08 Просмотров: 432

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти профсоюз организацийĕсен Координаци канашĕн председателĕпе Нина Мазяковăпа курнăçнă. Нина Васильевна тĕл пулура профсоюз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, малашлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех социаллă тата ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăракан районти виçĕ енлĕ комисси ĕçĕ-хĕлне тишкернĕ. Профсоюз лидерĕ вăй хуракансен ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрассине мала хунине палăртнă.

 Районта 9 отрасльте профсоюз организацийĕ йĕркеленĕ. Вăл пурĕ 4 пин ытла ĕçчене пĕрлештерсе тăрать. Кашни организацинчех коллективлă килĕшỹсем тунă.

Тĕл пулура Чăваш Республикинче сентябрь уйăхĕнче ирттерме палăртнă Профсоюз кунне хатĕрленесси пирки сăмах пуçарнă. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тунă май, республикăри профсоюз та хăйĕн пĕр ĕмĕрхи юбилейне уявлама хатĕрленет. 1920 çулхи сентябрĕн 6-7-мĕшĕсенче Шупашкарта шăпах профсоюзсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçленĕ. Сентябрĕн 7-мĕшĕ вара Чăваш Енри профсоюз пĕрлешĕвĕсен çуралнă кунĕ.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика