Чăваш Енри кăнтăр районĕсенче пурăнакансене ĕçме таса та пахалăхлă шыв çукки тахçантанпах пăшăрхантарать. Çак ыйтăва татас тесе 2011-2014 çулсенче Шăмăршă районĕнче шыв управĕ тунăччĕ. Шăпах вăл Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи халăха ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтермеллеччĕ. Анчах районсене çитерме пăрăхсем хума укçа-тенкĕ çитменнипе ĕç чарăнса ларнă.
Хальхи вăхăтра «пăр хускалчĕ» теме те юрать. «Экологи» наци проекчĕн тытăмĕнчи «Таса шыв» проектпа килĕшỹллĕн 2021-2024 çулсенче Шăмăршăри шыв управĕнчен пăрăхсем тăсма пуçлаççĕ. Çакна валли федераци тата республика хыснинчен укçа уйăраççĕ, 2021 çула 410 млн тенкĕ планланă.
-_ Объекта упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ, халь пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пулать. Чăваш Республики чи малтанах проектпа смета документацийĕсене туса çитерессипе вăй хурать. Çак ĕçсен хакĕ вăтамран 50-60 млн тенкĕ. Ку ĕçе çулталăк вĕçĕччен хатĕрлесе çитересшĕн, _ тесе палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
