.ỸСĔРЛЕ преступлени тунă арçыннăн суд сакки çине ларма тивнĕ. Çакскер пĕррехинче ют пурлăха çаратас тĕллевпе район центрĕнчи пĕр çурта вăрттăн-хĕрттĕн пытанса шала кĕнĕ. Ун хыççăн вăл шифоньерти сумкăран 1700 тенкĕ укçа тата хĕрарăмăн ылтăн япалисене (9700 тенкĕлĕх) илсе тухса кайнă. Йĕрке хуралçисен аллине лексен вăл уншăн питĕ ỹкĕннĕ. Анчах чавса çывăх, çыртма çук. Суд айăпланакан ỹкĕннине, ăна çăмăллăх паракан ытти лару-тăрăва шута илсе обязательнăй майпа 300 сехет ĕçлесе юсанмалла тунă.
Август 2026 |
