Ырă хыпар савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2020, 15:30 Просмотров: 521

Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Толстовсем икĕ ача çитĕнтерчĕç. Ывăлĕ те, хĕрĕ те кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Асли ĕçе вырнаçнă. Ăрăва малалла тăсаканни вара çар ретĕнче тăрать. Çак кунсенче Толстовсем патне çар командованийĕнчен тав çырăвĕ çитрĕ. Акă, мĕн çырнă унта:

«Хисеплĕ Роберт Дмитриевичпа Елена Никитична! Сире ывăлăра тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн тав тăватпăр. Дима хăйне пур енĕпе те кăтартуллă тытать. Хушнине вăхăтра пурнăçлать. Çар тивĕçĕсене пăхăнать. Устава кĕске хушăра алла илчĕ. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ.

 Çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçипе тивĕçлипех мухтанма пултаратăр. Сывлăхăр хăвăрăн та çирĕп пултăр. Ăнăçусем пурне те».

Ырă хыпар пурте те савăнтарать. Çырушăн асламăшĕ те тем пекех хĕпĕртерĕ.

 А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика