«Юрататăп сана, капитан...»

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2020, 15:23 Просмотров: 564

- Любăн ỹт-пĕвĕ кăшт имшертерех пулнă пулсан тата илемлĕрех курăнатчĕ те çав. Мĕн тăвăн, çутçанталăк йĕрки çавнашкал: амăшĕ мĕнлерех, хĕрĕ - ун евĕрлĕрех...

- Эльвира, хĕр е хĕрарăм ỹт-пĕвĕн имшерлĕхĕ мана хама та, ывăлăма та, ытти пин-пин арçынна та пачах илĕртмест. Эпĕ шутланă тăрăх, арçынсен ытларах пайĕ шăпах кăшт туллирех пỹ-силлĕ хĕрарăма килĕштерет.

- Ку интереслĕ вара...

- Калăпăр, урампа икĕ хĕрарăм утса пырать, тейĕпĕр. Вĕсенчен пĕри - хыткан ỹт-пỹллĕскер, тепри - çавра вырăнĕсем илемлĕн палăракан туллирех пỹ-силлĕскер. Вĕсенчен хăшĕн çине арçынсем ăмсануллăн пăхса юлаççĕ тесе шутлатăн эсĕ?

- Паллах, туллиреххи çине ĕнтĕ. Кун пеккине эпĕ хам та нумай хутчен асăрханă.

- Çапла вара, Любăпа иксĕр те пỹ-си тĕлĕшпе йĕркеллех пулнине ĕнентертĕм-и сана?

- Тавтапуç, питĕ витĕмлĕ каларăн эсĕ, Гена. Хĕрĕмпе иксĕмĕр кун пирки текех пăшăрханмăпăр. Шăпах çак вăхăтра смартфонра илемлĕ кĕвĕ янăраса кайрĕ, хăй патне пыма йыхравларĕ. Геннадий Витальевич диван çинчен тăрса, кăштах шуралма пуçланă тĕксĕм çỹçне сылтăмалла шăлса сĕтел патнелле утрĕ.

- Ăнлантăм сире, Юрий Леонтьевич, - терĕ вăл кĕсье телефонне хăлхи çумне перĕни-перĕнми тытса.

- Çук, операцире мар. Пыратăп.

- Тĕп врач хăй патне чĕнет-и? - диван çинчен тăнă май, хăюсăррăн ыйтрĕ Эльвира Сергеевна.

- Çапла. Тепĕр çирĕм минутран тĕп врач больницăри уйрăм заведующийĕсене хăй патне пыма хушать, - сехечĕ çине васкамасăр пăхса илчĕ Геннадий Витальевич.

- Ĕнер вăл Шупашкарта канашлура пулчĕ...

-_ Апла пулсан ĕç кĕнекине пĕрле илмелле, ун çине паха сĕнỹсемпе усăллă канашсем çырса хума хатĕрленмелле, - шỹтлесе илчĕ Эльвира Сергеевна. _ Тĕрĕсех шутлатăн эсĕ. Халĕ, юлнă вăхăтпа усă курса, кăштах хамăр çинчен калаçар пулĕ.

- Эпĕ пĕрре те хирĕç мар.

- Эльвира, эсĕ яланах манăн чĕремре пурăнатăн, - хĕрарăмăн çемçе аллине тытса каччă чухнехи хĕрỹлĕхпе калаçма пуçларĕ опытлă хирург.

- Юлашки çулсенче вара эпĕ сан пирки час-часах аса илетĕп...

- Гена, эсĕ те ман асăмрах, - терĕ чĕрĕк ĕмĕр учитель пулса тăрăшакан хĕрарăм. - Кивĕ юрату тутăхмасть теççĕ те, тĕрĕсех иккен вырăс халăхĕн çак каларăшĕ. Пытармастăп: пĕччен юлнăранпа тĕлĕкре те куркалатăп сана. Пĕр эрне каялла курнă тĕлĕкре иксĕмĕр ял урамĕпе пĕрле утса пыратпăр пек...

- Çак асамлă тĕлĕке чăнлăха куçарасси хамăртан кăна килет, манăн хаклă çыннăм.

- Эпĕ те сан пекех шутлатăп, манăн ытарайми арçыннăм. Кун хыççăн Геннадий Витальевич хăй чунтан юратакан хитре хĕрарăма алăран тытса кабинетри чей ĕçмелли пĕчĕк пỹлĕме çавăтса кĕчĕ те, ăна хăйĕн ытамне илсе студент чухнехи хĕрỹлĕхпе чуп тума пуçларĕ. Эльвира хăй те, пĕтĕм кăмăлне ирĕке ярса, арçынна çепĕççĕн çупăрларĕ, çемçе ỹт-пĕвĕпе ун çумне ачашшăн сĕртĕнчĕ. Çак самантра хирургпа учительница хăйсене юмахри ырăлăхра тăнă пекех туйрĕç, анчах кабинета хуть хăш самантра та çын кĕме пултарассине ăнланса, часах пĕчĕк пỹлĕмрен каялла тухрĕç.

- Эльвира, эпĕ паян ĕç хыççăн сан патна хăна çуртне хитре чечек çыххипе, шампань эрехĕпе, тутлă шоколад курупкипе пырасшăн...

- Чăтăмсăррăн кĕтетĕп сана, Гена. Пỹлĕмре эпĕ пĕчченех пурăнатăп...

- Апла пулсан, каçчен, Эльвира.

- Каçчен сывă пул, Геночка. Çапла вара, вăтăр çула яхăн иртнĕ хыççăн, Эльвира Сергеевнăпа Геннадий Витальевич хушшинче пĕрремĕш юратăвăн çулăмĕ çĕнĕрен хыпса кайрĕ. Чăн-чăн юрату вучĕ пĕтĕмпех кĕлленмест иккен: вучахăн чи аялти сийĕнче пĕр пĕчĕк кăвар та пулин юлатех. Малтанхи савнийĕ Чăваш Ене килнĕренпе икĕ кун иртсен хирурги уйрăмĕн заведующийĕ ăна хăна çурчĕ еннелле текех пĕр утăм та пустармарĕ - тỹрех хăйĕн виçĕ пỹлĕмлĕ хваттерне илсе кайрĕ. Тепĕр кун вара, çамрăк чухнехилле йăл-йăл! çиçекен пит-куçлă арçынпа хĕрарăм районти ЗАГС уйрăмне çул тытрĕç, унта хăйсене саккунлă майпа пĕрлештерме ыйтса заявлени çырса хăварчĕç. Пач кĕтмен çĕртен хирургпа учительница тахçанхи ĕмĕте чăнлăха куçарчĕç, алран-ал тытса пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçларĕç...

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика