Чăваш Енри ялсенчи тĕпрен юсама палăртнă объектсен проекчĕсене тата смета докуменчĕсене хатĕрлеме республика бюджетĕнчен 75 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрĕç.
Кирлĕ хутсене тĕрĕс йĕркелени патшалăх программисене хутшăнса юсав ĕçĕсене пурнăçлама федераци укçине илме май парать. Проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме вара кĕмĕл сахал мар кирлĕ. Муниципалитетсен ку ыйтупа тăтăшах йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ.Çавăнпа та çак проектсене тума республика хăй укçа уйăрма йышăннă.
А. ИЛЬИН
Август 2026 |
