Ылтăн туй пуç усма хистемест

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2020, 15:08 Просмотров: 565

ÇАК кунсенче Туçара пурăнакан Валерий Ивановичпа Полина Кирилловна Салминсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Çавра юбилей çитиччен вĕсен пурнăçра чылай йывăрлăха парăнтарма, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма тивнĕ. Хисеплĕ мăшăр паян та общество пурнăçĕнче хастар. Çемье пуçлăхĕ ачисемпе мăнукĕсене уйрăмах хăйĕн çаврăнăçулăхĕпе хавхалантарса пырать. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан кукашшĕ-аслашшĕ халĕ те спортпа туслă пулни чăн малтан вĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Акă, Физкультурниксен кунĕнче те Валерий Иванович Елчĕк районне кĕрекен Кушкă ялне (унти шкулта та ĕçленĕ) çăмăллăнах чупса кайса килнĕ. Урăхла каласан, ылтăн туй çак хастара пуç усма хистемест-ха.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика