Чăваш Ен чару мерисен иккĕмĕш тапхăрне куçрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.07.2020, 17:17 Просмотров: 170

Кун пирки калакан 202-мĕш номерлĕ хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă.   Халĕ 800 тăваткал метртан пĕчĕкрех лавккасем те ĕçлеме пуçлĕç, лицензиллĕ автошкулсем те вĕренекенсене йышăнĕç. Раççей тата Чăваш Республикин спортсменсен пĕрлештернĕ ушкăнĕсене тренировкăсем ирттерме ирĕк парĕç. Анчах та спортсменсем хушшинче дистанци пулмалла. Санаторипе курортсем те уçăлĕç. Вĕсем коронавируспа чирлисене реабилитацилĕç.

Чир-чĕртен сыхланмалли çирĕп йĕркене çăмăллатса иккĕмĕш тапхăра куçни хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла маррине пĕлтермест: малашне те маскăсем тăхăнмалла, дезинфекци хат.р.семпе усă курмалла.

А. Иванов

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика