ЯЛТА хĕрỹ ĕççи пынине пăхмасăрах Туçара пурăнакан хастар хĕрарăмсем ĕлĕкхи йăла-йĕркепе Çимĕк уявĕ хыççăн иккĕмĕш хут ĕнтĕ коронавирус хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса чăваш кĕписемпе (вĕсене ятарласа çĕлеттернĕ) вăййа тухрĕç. Хисеплĕ ватăсемпе пĕрлех вăйă картисене çамрăксем те тăчĕç. Чăвашсен ырă йăли-йĕркине манманни, ăна ламран-лама куçарса пыни хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ те, пĕлтерĕшлĕ те.
Август 2026 |
