Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене кашни районтах хăйсен программипе паллаштарма май пурри пирки пĕлтерет. Çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн Патăрьел районĕн- че тĕл пулу июлĕн 13-мĕшĕнче 15 сехетре "Патăрьел районĕнчи бизнес-инкубатор" автономи учрежденийĕнче çак адреспа иртет: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 16-мĕш çурт. (Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ).
Август 2026 |
