РФ Президенчĕ Владимир Путин июнĕн 23-мĕшĕнче черетлĕ хут граждансене чĕнсе каланă. Хăйĕн сăмахĕнче вăл коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра халăха тата экономикăна паракан çĕнĕ пулăшу мерисем çинче чарăнса тăнă.
В. Путин медицина тата социаллă ĕçченсене паракан пулăшăва, уйрăм предпринимательсене пырса тивекен пулăшу мерисене тăсни тата ытти пирки те пĕлтернĕ.
Кунпа пĕрлех июль уйăхĕнче çемьери 16 çулчченхи кашни ачашăн 10-шар пин тенкĕ тỹлессине те каланă. Ку пулăшăва июнь уйăхĕнче те панăччĕ, çавăнпа та пĕр хут заявлени çырнисен халь ăна çырма кирлĕ мар. Июльти тỹлеве унчченхи заявление кура çирĕплетсе параççĕ.
Çемьере ĕçсĕр тăрса юлнă ашшĕ-амăшне иккĕшне те июль тата август уйăхĕсенче ỹстерсе тỹлекен ĕçсĕрлĕх пособийĕпе тивĕçтереççĕ тата кашни ачашăн хушма 3 пин тенкĕ тỹлеççĕ.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
