Хỹтĕлевçĕсене манар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 11.06.2020, 10:29 Просмотров: 593

Чăваш Республикинчи вĕрентỹ, çамрăксен политики министерстви Чăваш Енри "Пенсионерсен партийĕн" регионти уйрăмĕпе пĕрле "Камсем вĕсем вăрçă тата ĕç ветеранĕсем?" сочиненисен конкурсĕ ирттерет. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

 Конкурс 4 ỹсĕм çулĕпе тата 6 номинаципе пырать. Республика шайĕнчи тупăшăва хутшăнма жюри 7-8 классем хушшинче Ю. Муллина, 9-10 классенчен А. Табаков, М. Елкина, А. Азмукова ĕçĕсене суйласа илчĕ. Вĕсем пурте "Манăн мăн асатте - вăрçă участникĕ" номинаципе ĕçсем хатĕрленĕ. Хăйсен çывăх çыннисен фронтри йывăр шăпи çинчен çырса кăтартнă.

 Çакнашкал конкурссем ачасен патриотлăх туйăмне ỹстерме, аслă ăрурисем, ĕç тата вăрçă ветеранĕсем, çĕршыв хỹтĕлевçисем патне хисеп çуратма пулăшаççĕ. Вырăс чĕлхине тĕплĕн алла илсе вĕренекенсен хастарлăхне, хăйсем тĕллĕн ĕçлес пултарулăхне ỹстереççĕ.

Конкурс малалла пырать. Ĕçсене августăн 24-мĕшĕнче хаклаççĕ.

В. АФАНАСЬЕВА, О. ЕЛКИНА, вĕрентекенсем

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика