Вулавăш ĕçченĕсем хастарлăх кăтартаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.06.2020, 08:49 Просмотров: 312

 РЕСПУБЛИКĂРА Интернет тетелĕпе усă курса йĕркелекен тĕрлĕрен конкурспа акцие районти ялсенчи библиотека ĕçченĕсем пĕрин хыççăн тепри хастар хутшăнни савăнтарать. Маларах Шăхачсем, Нăрваш Шăхальсем хăйсен илемлĕ тавралăхне сăнлакан сăн ỹкерчĕксен конкурсне хутшăннăччĕ. Çак кунсенче çеç вара ачасемпе çамрăксен республикăри библиотеки "Эсĕ тата эпĕ - Чăваш Ен" йĕркеленĕ акцие хапăлласа Çĕнĕ Ахпỹрт ял библиотекинчи Надежда Лекерова вулавăш ĕçченĕ республика карттин ỹкерчĕкĕ çине йăл кулăпа çиçекен савăнăçлă ачасен сăн ỹкерчĕкĕсенчен илемлĕ фотоколлаж туса янă. Библиотекарĕн творчествине республика шайĕнче лайăх хак панă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика