9 класран вĕренсе тухакансем кăçал пĕтĕмлетÿ экзаменĕсене тытмĕç. Аттестата çулталăкри пĕлĕвĕн пĕтĕмлетÿ паллисене лартĕç. Çакăн пек йышăну тунă Раççей çут ĕç министерстви коронавирус чирне анлă сарăлма парасран хÿтĕленсе.
11 класран вĕренсе тухакансем пирки те улшăнусем кĕртнĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене аслă шкула вĕренме каяс шухăшлисене çеç тыттарĕç. Экзаменсем хăçан пуласси пирки хальлĕхе йышăну туман-ха.
Аса илтеретпĕр, 1-8 класра вĕренекенсем майăн 18-мĕшĕнчен çуллахи каникула кайĕç. 9-11 классенче вĕренекенсен май уйăхĕн вĕçĕчченех дистанци мелĕпе вĕренме тивет.
А. Иванов
Август 2026 |
