Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 08.05.2020, 11:00 Просмотров: 831

Совет Союзĕн Геройĕ Павел Ефимович Кузнецов 100 çул каялла майăн 10-мĕшĕнче (10.05.1920 - 01.12.1992) Анат Туçара çуралнă.

П. Кузнецов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче стрелоксен полкĕнче çапăçнă. Украинăн тĕп хулине Киева ирĕке кăларнă чухне паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн 1944 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Тăван ялне таврăннă хыççăн тимрĕçре ĕçленĕ. Темиçе хутчен те СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă. П. Кузнецов Ленин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ. Тăван çĕршыва хỹтĕленĕшĕн тата обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннăшăн унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика