ЧЫЛАЙ чухне çынсем пурнăçра йывăрлăхран тухмалли меслетсене туххăмрах шутласа кăлараççĕ. Шел пулин те, хушăран вĕсем пуçа хыçтармалли лару-тăрăва та кĕртсе ỹкереççĕ. Паян пурне те канăçсăрлантаракан кăшăлвирус чирĕнчен асăрханас тесе районти пĕр усламçă 60 пин тенкĕ укçине дезинфекцилес тĕллевпе микроволновкăна хĕртме хунă. Ара, чăнах та хут укçа мĕнле кăна çын аллине çакланмасть те... Ахальтен мар ĕнтĕ унтан таса мар япала та çук, теççĕ. Чиртен питĕ çирĕп асăрханаканскер вара чутах хур курман. Вĕри кăмакара укçасем ĕнмех пуçланă иккен. Юрать-ха, вăхăтра розеткăран кăларса ĕлкĕрнĕ.
Август 2026 |
