ХХI ĔМĔРШĔН кăшăлвирус чирĕ истори страницине çырăнса юлакан уйрăм пай темелле. Амак пирĕн районта та куллен сарăлса пырать. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне коронавируспа чирлĕ 45 çынна шута илнĕ. Усала хирĕç пĕччен е иккĕн çеç кар тăнипе çĕнтерме çук. Пурте пĕр шухăшлă пулсан, коронавирус çулне пỹлмелли йĕркесене çирĕп пăхăнсан çеç ун пирки манса кайăпăр. Хальхи вăхăтра çак вируса аталанма парас мар тесен чăн малтан ют çĕрте вахтăпа е килĕшỹпе ĕçлеме çỹрекенсен хăйсен яваплăхне туймалла. Акă, мĕн пĕлтерчĕ кун пирки район больницин врач-инфекционисчĕ Антонина Чернова: "Çак чире чăн малтан пуçласа яракансем те вăйпитти арçынсем, Мускавран, ют регионтан ĕçлесе килнĕскерсем пулчĕç. Вĕсем çемйисене, кỹршĕ-аршине вирус ертрĕç. Шел пулин те, вĕсем хушшинче ачасем те пур. Эпир, тухтăрсем, сирĕн сывлăха, пурнăçа май пур таран упрама тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах эсир те шурă халатлисене пулăшасса, самоизоляци йĕркине пăхăнса 14 кун килтех пуласса шанатпăр. Çапла асăрхансан чир малалла асаймĕ".
Август 2026 |
